Йӗпреҫ районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ.
Ӗнер Йӗпреҫ районӗнче республикӑн ӗс тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова пулнӑ. Вӑл райадминистраци пуҫлӑхӗпе Игорь Семёновпа тӗл пулнӑ, унтан комплекслӑ центрта тӑрӑшакансемпе канашлу ирттернӗ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче министр Нина Максимова директорпа паллаштарнӑ. Алена Геннадьевна Нина Геннадьевнӑна саламланӑ, ертӳҫӗ должноҫӗнче ӑнӑҫу суннӑ.
Канашлура вара кӑшӑлвирусран асӑрханас мерӑсене сӳтсе явнӑ.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Телейсӗр мар эп» кӗнекене хӑтланӑ. Унӑн авторӗ – Елена Иванова-Фомина сӑвӑҫ.
Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен Фейсбукри страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Елена Андреевна Йӗпреҫ районӗнчи Савкка ялӗнче ҫуралнӑ, Ҫӗнӗ Кӗлӗмкасси ялӗнче ӳссе ҫитӗннӗ. Хальхи вӑхӑтра Тӑвай районӗнчи Нӳшкасси ялӗнче пурӑнать. Ҫыравҫӑн 2014 тата 2017 ҫулсенче икӗ сӑвӑ пуххи кун ҫути курнӑ. «Телейсӗр мар эп» – поэтӑн виҫҫӗмӗш кӗнеки. Автор хӑйӗн пултарулӑхӗпе малалла паллаштарать. Кӑларӑма 2017–2021 ҫулсенче ҫырнӑ сӑвӑсем, куҫарусемпе асаилӳсем кӗнӗ».
«Эпӗ вӗреннӗ ҫын мар. Ӗмӗр тӑршшӗпе таҫта та ӗҫленӗ. Почтальон та пулнӑ, фермӑра та вӑй хунӑ. Хам пӗлнӗ пек кӑна ҫыратӑп», – тенӗ хӑйӗн пирки Елена Иванова-Фомина сӑпайлӑн.
Хӑтлава Йӗпреҫ район ентешлӗхӗн хастарӗсем тата ҫыравҫӑн пултарулӑхне хаклакансем пуҫтарӑннӑ. Мероприятие Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова ертсе пынӑ.
Вӑрнар районӗнчи Кӳлхӗрри ялӗнче арҫын пӑр айне анса кайса вилнӗ. Кун пирки Республикӑри ҫӑлавпа шырав службин пресс-служби пӗлтерет.
Чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче арҫын пулла кайнӑ. Пӑр ҫӳхе пулнӑ, ун йывӑрӑшне чӑтайман. Пулӑҫ пӑр айне анса кайсан каялла тухайман.
Ҫӑлавҫӑсене кун пирки чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 10 сехетре пӗлтернӗ. Вырӑна 5 ҫӑлавҫӑ ҫитнӗ. Вӗсем 63 ҫулти арҫыннӑн виллине шыв тӗпӗнче тупса кӑларнӑ.
Аса илтетер: нумаях пулмасть Йӗпреҫ районӗнче пулӑҫ пӑр айне кайса вилнӗччӗ.
Йӗпреҫ районӗнче пулӑҫ сарӑмсӑр вилнӗ. Кун пирки ЧР Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хыпарлать.
Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, паян, Буинск поселокӗнче пурӑннӑ 43 ҫулти арҫын пӗве пуҫне пулла кайнӑ. Анчах халӗ пӑр хулӑн мар, ҫакна шута илмен ӗнтӗ вӑл. Арҫын пӑр айне анса кайса вилнӗ.
Унӑн виллине водолазсем тупнӑ. Вӑл пӗве тӗпӗнче выртнӑ.
Мускав облаҫӗнчи Тушино хулинчи «Красный Октябрь» культура ҫуртӗнче чӑвашсем «Кӗр сӑри» уява пуҫтарӑннӑ. Кун пирки «Чӑваш халӑх сайтне» Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗн хастарӗ, саппасри полковник Вячеслав Ильин хыпарланӑ.
Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускаври тепӗр хастарпа, Анатолий Волковпа, Крымра пурӑнакан чӑвашсене Мускаври чукун ҫул вокзалӗнче кӗтсе илнӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулине килсе ҫитнисем — Йӗпреҫ тата Канаш районӗсенчен асӑннӑ тӑрӑха совет саманинче ӗҫлеме тухса кайнӑскерсем.
Крым чӑвашӗсем «Кӗр сӑринче» «Ҫурхи вӑрманта сар кайӑк юрлать» юрра шӑрантарнӑ.
Мускаври тӗлпулусемпе экскурсисем хыҫҫӑн вӗсем Шупашкарта юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртекен ЧНК 11-мӗн съездне килме палӑртса хунӑ иккен.
Телевизорпа кӑтартнӑ хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Аса илтерер: Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Мужское / Женское» телекӑларӑмра ӗнер Чӑваш Енри ҫемьене кӑтартрӗҫ.
Йӗпреҫри Наталья Чикушинӑн 21 ҫулти ывӑлӗ Роман Камышан ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсем кукамӑшӗпе иккӗшӗ хӗрарӑма амӑшӗн прависӗр хӑварасшӑн. Хӗрарӑм ӗҫке ернӗ, унӑн кӗҫӗн хӗрӗ кукамӑшӗ патӗнче ӳсет.
Телекӑларӑм эфира тухнӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем Йӗпреҫ район администрацийӗн ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комисси тата опекӑпа попечительство органӗ тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑ. Асӑннӑ органсенче тӑрӑшакансем хӑйсен тивӗҫне епле пурнӑҫланине хак парӗҫ. Ӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫламанни ҫиеле тухсан вырӑнти специалистсене РФ Пуҫиле кодексӗн 293-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарӗҫ.
Ксения Кошелева иллюстратор видеосем вырнаҫтармалли YouTube порталта чӑвашла канал уҫнӑ, ӑна «Чувишенка» ят панӑ. Ӗнер унта пӗрремӗш чӑвашла видео кун ҫути курнӑ.
Ксения Кошелева Инстаграм халӑх тетелӗнче чӑвашла ҫырнипе паллӑ. Унта та ун страници «Чувишенка» ятлӑ. Хӑйӗн страницинче вӑл чӑваш тумӗллӗ ӳкерчӗксем вырнаҫтарать, чӑвашла ҫырать. Ксения Йӗпреҫ районӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Мускавра ӗҫлет.
Хӑйӗн пӗрремӗш видеоне вӑл вырӑсла ҫумтитрсем хушса чӑвашла вырнаҫтарнӑ. Унта вӑл кӗскен каналта мӗн пуласси пирки тата хӑш-пӗр ыйтусем ҫине хуравланӑ.
Ку хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра ун каналӗ ҫине 136 ҫын ҫырӑннӑччӗ, пӗрремӗш видеона 700 хут патнелле пӑхнӑччӗ.
Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ирхине 5 сехет тӗлӗнче Канаш районӗнчи Аслӑ Мами ҫывӑхӗнчи чукун ҫул ҫинче пӗр ҫын пуйӑс айне лекнӗ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл питӗ ҫамрӑк пулнӑ – 25 ҫулта ҫеҫ.
Каярахпа ҫакӑ паллӑ пулнӑ: пуйӑс айне лекнӗ 25 ҫулти арҫын Йӗпреҫ районӗнче пурӑннӑ. Вӑл ир-ирех пуйӑс ҫулӗ ҫинче мен туса ҫӳрени хальлӗхе паллӑ мар.
Сӑмах май, ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче Мускав ҫывӑхӗнче Чӑваш Ен ҫынни пуйӑс айне пулса вилнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче каҫхи 9-10 сехетре Йӗпреҫ районӗнчи Хирти Выҫли ялӗнче ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Унта пурӑнакан ҫемье – арӑмӗпе упӑшки тата 12 ҫулти ывалӗ – урама ҫарранах чупса тухнӑ.
Вӗсем каҫхине тӗтӗм шӑршипе вӑраннӑ. Ҫав вӑхӑтра пӳртре ҫулӑм алхаснӑ ӗнтӗ. Ҫемье урама ҫара уранах чупса тухнӑ, нимӗн те илсе ӗлкӗреймен, докуменчӗсем те ҫунса кайнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар электропралук юсавсӑр пулнӑран тухнӑ. Ҫемье ҫуртсӑр юлнӑ, вӗсене пулӑшу кирлӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон – 89279988242, Галина Андреевна Хамидулина.
Йӗпреҫ районӗнчи суд 54 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 3-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе явап тытарма йышӑннӑ. Ку статьяпа банк счёчӗ ҫинчен укҫа вӑрлакансене айӑплаҫҫӗ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, пӗр арҫын хӑйӗн банк карттине паллакан хӗрарӑма упрама тесе тыттарнӑ. Анчах ку вӑл качакана купӑста хураллама хушнӑ пекрех пулса тухнӑ. Лешӗ вӑрланӑшӑн судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ хӗрарӑм пулнӑ.
Ҫавскер банк карттин пин-кодне пӗлнӗрен банкоматра 5 пин тенкӗ укҫана илнӗ. Хӗрарӑма суд 10 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |